Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Спектакли

Сурхури сăри / Проклятое племя
Драма в 2-х частях
Проклятое племя

Премьеру 2019 года - «Сурхури сăри», режиссер спектакля, заслуженная артистка Чувашской Республики Наталия Сергеева приурочила к 120-летию со дня рождения Петра Осипова, драматурга, члена Союза писателей СССР, режиссера, актера, кандидата медицинских наук, народного писателя Чувашской АССР, заслуженного деятеля искусств Чувашской АССР, заслуженного врача РСФСР. Музыку к спектаклю написала заслуженный деятель искусств Чувашской Республики, лауреат Государственной премии Чувашской Республики Лолита Чекушкина, декорация и костюмы создала Светлана Зверева, танцы поставила заслуженный работник культуры Зоя Александрова.
Спектакль охватывает трагические события начала 20-го века, которые коснулись и жителей чувашских деревень, а также о нелегкой женской судьбе того времени.
Главную героиню Катерину обманул любимый, пообещав жениться. Как только  Макар узнал, что она беременна, сразу женился на другой. Катерина, скрывая свой позор, подбрасывает ребенка в дом его отца. Это был необдуманный шаг, который впоследствии обернулся для нее трагедией. Восемнадцать лет она жила мыслью о своем мальчике – возможно, он жив и когда-нибудь они встретятся. Судьба сыграла над ней еще раз злую шутку. Оказалось, ее дочь Райка и ее сын Николай, который вырос в приюте, учились вместе. Влюбленные друг в друга  они отправляются в родную деревню Райки. Было время святок. Николай никогда не видел, как празднуют рождество. Во время застолья деревенский парень Михаил обозвал его «свинопасом». Слово за слово и Михаил ранит ножом Николая. Почти умирая, Николай узнает, что Райка ее родная сестра, а Михаил – родной брат. А мать Райки и Михаила и его мама. Его последний взгляд устремлен на отца – Макара…

 

Пётр Осипов драматург, театрӑн пӗрремӗш актёрӗсенчен пӗри ҫуралнӑранпа кӗҫех 120 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ пулӑма театрта ҫӗнӗ ӗҫпе кӗтсе илесшӗн. Ҫавах та премьера юбилейпе кӑна ҫыхӑнман, терӗҫ спектакль хатӗрлекенсем. Ҫамрӑк актёрсем авалхи чӑваш характерне калӑпласшӑн, ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлама вӗренесшӗн. Чӑнах та, ҫав тери паха туртӑма артистсем чуна парса пурнӑҫлани куҫкӗрет. Пьесӑра пулса иртекен пӑтӑрмахсем 1917 ҫулхи революци саманипе ҫыхӑннӑ пулсан та, тӗп вырӑнта чӑваш ялӗнчи ҫынсен хутшӑнӑвӗсем. Унӑн жанрне "детективлӑ триллер" теме те пулӗ.

Наталья Сергеева режиссёр хӑйӗн репертуар списокне халиччен пулман, ку таранччен курман япаласемпе пуянлатма тӑрӑшать. Кунсӑр пуҫне 1917 ҫулхи революци тем тесен те халӑх историнче, чӑваш чунӗсенче ҫав тери тарӑн йӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та ӑна манма май ҫук, тесе шутлать режиссёр.
Спектаклӗн тепӗр лайӑх енӗ - хатӗрлекенсем ӑна пурнӑҫ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ япаласемпе пуянлатни. Сурхури йӑли авторӑн тӗп шухӑшӗ пулман, паллах. Режиссёрпа художник, композитор сюжетри вӑхӑтпа усӑ курса, халӑхӑн илемлӗ йӑлисене кӑтартма шутланӑ. Ку вара хальхи куракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ. Кун пирки вӗсемпе ирттерекен тӗл пулусенче сӑмах пӗрмаях хускалать.
Артистсем ҫав тери хавхаланса выляҫҫӗ. Райкка сӑнарне калӑпланӑ Светлана Лукиянова хӑй те асламӑшсен чӗлхе кӗввине пӗтӗм чунӗ-чӗрипе кӗрсех ларнӑ тейӗн. Ҫав тери характерлӑ Александр Петров тем тӗрлӗ сӑнар та пурнӑҫланӑ, хальхинче вылякан пуян чӑваш ун пултарулӑх списокӗнче чи пӗлтерӗшлисем шутӗнче.
Сцена питӗ илемлӗ. Вӑхӑтпа та тачӑ ҫыханнӑ, илемлӗхпе те илӗртет Наталья Зверева художник. Музыкине Лолита Чекушкина материала лайӑх пӗлсе хатӗрленӗ.
Академи театрӗнче паянхи куҫпа пӑхса пурнӑҫланӑ чӑн чӑваш классики хальхи ҫамрӑк куракан чунӗсене хускатса шухӑша яма пултарассине шанас килет.

Показы данного спектакля в ближайшее время не планируются
Послание Президента России Федеральному Собранию
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф